Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗрӗлӗх шывӗн сипечӗ

Пӗр вунпилӗк ҫул каярах чӑваш прозинче Иван Егоров ячӗ тин ҫеҫ палӑрма пуҫланӑччӗ-ха, анчах калавӗсемпе повеҫӗсем пурнӑҫ курнӑ ҫын алли витӗр тухни палӑрса тӑратчӗ. «Хӗрӗх виҫҫӗмӗшсем» повӗҫе хама рецензилеме тивнӗччӗ те, авторӗпе ҫывӑх паллашма ман килчӗ. Хӑюлӑхӗпе, уҫӑмлӑ сан-сӑпачӗпе вулакан умне кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек тухса тӑнӑ автора мутаслама, чӑрмантарма пикеннӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавна кура, алҫырӑвне вуласа тухсан, ман ӑна хӳтӗлес, мӗнле те пулсан ҫул парас теллев ҫуралчӗ. Картла выляма юратакан ҫын пек, ҫав тӗллевпе хӗрсе кайнине астӑватӑп. Каярахпа повесть тухрӗ-тухрех, чӑрмавпа пулин те.

Ҫавӑнтанпа И. Егоров ҫырнисене сиктермесӗр вуласа пыратӑп. Ҫултан ҫул автор илнӗ каҫалӑк сарлакаланса пыни куҫ умӗнчех. Ӗҫлемесӗр нимӗнле талант та ҫунат сараймасть. Ҫакна лайӑх ӑнланса, автор ӑсталӑха туптас, пӗтӗмӗшле культура шайне ӳстерес тӗллевпе хытӑ тӑрӑшрӗ. Калавсем те, повеҫсем те ҫырсах тӑчӗ, уйрӑм хайлавӗсене темиҫешер ҫул ҫырма, туса ҫитерме, якатма тӳсӗмлӗх ҫитерчӗ. Тантӑшсем е аслӑрах ӑрури ҫыравҫӑсем чыс-чап, хисеплӗ ят е преми тӑпӑлтарса илессишӗн черетре тӑнӑ е ҫавсене пайланӑ вӑхӑтра пусма ларнӑ пек ӗҫ сӗтелӗ хушшинче ларасси кашниннех пулакан япала мар. Ҫав астармӑшсем ҫине сывӑ куҫпа пӑхма, вӗсенче тетте пӗлтерӗш ҫеҫ курма май паракан иммунитет пур пулӗ тетӗп И. Егороо чун-чӗринче. Тен, автора ҫав териех сӑпайлӑ пулма, ҫӳле сикмесӗр, хӑй «вырӑнне пӗлсе тӑма» ҫула тухсанах хӑнӑхтарчӗҫ пушӑпа хӑмсаракан тиркевҫӗсем. Ку ҫаплах-и, тен.

Ҫул пуҫламӑшӗ вара ӗҫе пикенекен авторӑн ҫӑмӑл пулман. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ, Павел Гавриловичпа Вера Гавриловна, ҫичӗ ывӑлпа икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Ҫак пысӑк та туслӑ, ӗҫе юратакан йышра Йӑван виҫҫӗмӗш ача. Саврӑшпуҫ, И. Егоровӑн тӑван ялӗ, Тутарстанри Аксу районне кӗрет. Ялти шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн район центрӗнчи вӑтам шкула ҫӳрет ҫамрӑк. Ун хыҫҫӑн Чистайри ремесла училищи. Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа ишет, ҫарта пулать, хаҫатра ӗҫлесе пӑхать. Ҫакнашкал пуян биографи прозаик ҫырнӑ кашни хайлавра туллин палӑрса тӑрать. Геройсен характерӗнче те, ырӑпа усал кӗрешӗвӗнче те лайӑх сисӗнет вӑл.

И. Егоров ултӑ кӗнеке авторӗ. Ҫырнине пичетлеме васкамасть вӑл, пӗр вӑхӑт вырттарса сивӗтет, хывӑхне аллать, сӑвӑрать. Ун повеҫӗсемпе калавӗсене вуласах пыракан ҫакна асӑрхатех: автор этем чунне шаларах та шаларах кӗрсе пырать, чӗлхине туптать, пуянлатать. Илемлӗх тӗнчи те улшӑнса пырать ун вӑхӑтпа пӗрлех. Калӑпӑр, «Виҫӗ чарлан» повеҫре автор яшлӑха, ҫамрӑксен таса юратӑвне, вӗсен ҫунатлӑ ӗмӗчӗсене романтикӑлла хитре сӑрсемпе ӳкерсе кӑтартнӑччӗ. Авторӑн хӑйӗн тӗнче туйӑмӗнче те ҫав хавхалану-талпӑну чӗрӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрӑтчӗ ун чух. Яш чӗресенче ырӑ та пархатарлӑ туйӑмсем ҫуралнине автор нихӑҫан та ваккумра кӑтартмасть. Повесть драматизмне тарӑнлатаканни вӑл ҫав ромаптикӑлла туртӑм усал, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пӑсӑлнӑ чунсемпе тытӑҫни-хирӗҫни пулчӗ. Тата ҫав кӗрешӳре тӑса та сывӑ пулӑмсем пиҫӗхсе пынине, ӗмӗтленме пӗлекен яшсен куҫӗ уҫӑлнине ӗненмелле сӑнласа панӑччӗ автор. Пурхиле, Валя, Петӗр сӑнарӗсем вулакан кӑмӑлне тыткӑнлама пултарчӗҫ. Каярахпа И. Егоров ҫине-ҫинех темиҫе повесть пичетлерӗ, вӗсенче те хайлав конфликтне ырӑпа усал кӗрешӗвӗ тавра яврӗ. Тата ҫакна та каламалла: ун хайлавӗсем кашнинчех тӗрлӗ чӑрмава ҫӗнтерсе кун ҫути кураҫҫӗ. Стандартлӑ калӑпа сивлени, такӑр сукмаксенчен пӑрӑнма тӑрӑшни ӗнтӗ ку. Сӑмахран, «Хуралҫӑ» повеҫне автор калав калӑпӑшӗ таран кӗскетсе ҫеҫ пичетлеме пултарчӗ. Чылай хайлавне ҫавнашкал шӑпа кӗтсе илчӗ. Паллах, ҫакӑ автор сӑн-сӑпатне вулакан патне палламалла мар улӑштарса ҫитерет. Мӗн тӑвӑн. «Хуралҫӑра» И. Егоров кӑсӑк сюжет ӑсталанӑччӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ та таса чунлӑ геройсем (Герман Вольнов йышшисем) усал-тӗселпе уҫҫӑн тытӑҫнине сӑнласа кӑтартнӑччӗ. Кӑткӑс та хивре сюжет йӗрӗсем урлӑ автор чӑн пурнӑҫ таппине палӑртнӑччӗ.

Ытларах чухне вара И. Егоров хӑй геройӗсен кӑмӑл-туйӑм хусканӑвӗсене тимлеме кӑмӑлларах парать, вӗсене шалтан уҫса кӑтартать. Хӑшӗсем, ҫакна кура, автор чун кукринче ытлашши чакаланать теме пӑхрӗҫ. Анчах та прозаик хӑй стильне, ун паллӑрах енӗсене уҫӑмлатсах пычӗ. Сӑмахран, ҫакна «Куҫ ҫути», «Шур перчетке» повеҫсем те ӗнентереҫҫӗ. Вӗсенче шӑпах ҫавӑн йышши геройсен кунҫулне тӗркӗшӳллӗ ӗҫпуҫсем урлӑ кӑтартас туртӑм палӑрман, ырӑпа усала «ҫамкапа» ҫапӑнтарса тытӑҫтарни те ҫук унта. «Шур перчетке» повеҫре Таня ятлӑ хӗрӗн инкеклӗ шӑпи тухса тӑрать пирӗн ума. Хӑрушӑ чир этем ӳт-кӗлеткине сусӑрлатнӑ, анчах чунӗпе мӗн тери илемлӗ вӑл! Нӑйкӑшмасть Таня, никама та ӳпкелемест, усал сунмасть. Ҫапла, пысӑк чӗреллӗ ҫынна инкек те хуҫаймасть; ҫав чӗрен пӗр кӗтессинче яш кунсен сӳнми хӗвелӗ ҫутатать, ӑшӑтать вӑл хӗр чунне, тӗрек парать.

«Куҫ ҫути» поаеҫре каллех шкул ҫулӗнчи ача-пӑчапа яш-кӗрӗме ҫывӑх шухӑш-туйӑмсем, илем тӗнчи сӑнарланнӑ. Элеҫук мӗн кӗҫӗнренех хӑй чун-чӗрипе тишкерме хӑнӑхса ҫитӗнет. Пурнӑҫ тӗсӗсене вӑл тантӑшӗсемпе танах курса киленесшӗн, анчах та унӑн куҫӗ, чире пула, вӑйсӑртарах. Ҫунатлӑ ӗмӗчӗсем Элеҫука нӑйкӑш кӑмӑл ытамне кӗрсе ӳкме памаҫҫӗ. Ан тив, ача куҫӗн шӑрҫине кӑштах ӗмӗлке ҫапнӑ пултӑр, инкек чун куҫне вичкӗнлетет иккен, шалти пурнӑҫа пуянлатать. Элеҫук асламӑшпе пӗрле асамлӑ ҫӑлкуҫ патне те ҫитсе килет, куҫне «чӗрӗлӗх шывӗпе» чӳхет. Ун сипечӗн ытарлӑ пӗлтерӗшне те чухлатпӑр эпир. Ку вӑл ача чӗринчи шанчӑк хӗлхемӗ те, ун таврашӗнчи ҫынсен чунӗн ӑшши те... Элеҫук чирне парӑнтарать, тинех сывӑ куҫпа тинкерет пурнӑҫӗн малаш ҫул-йӗрне.

И. Егоров калавсем те чылай пичетлерӗ. Вӗсем калӑпӑшӗпе пысӑк мар, ытларах чухпе сюжет йӗрӗ тулашран палӑрсах та тӑмасть. Чун-чӗрере, шалта ҫыравҫӑ тӗпчекен-тишкерекен сӑн-пулӑмсем. Ача-пӑча психологине, вӑл хӑйӗнчен мӗн кӗтнине аван чухлать автор. Ҫавна пула унӑн вулаканӗсем ытларах — яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫ, шкул ачисем.

И. Егоров нумаях пулмасть «Чӑвашьен» хаҫат редакцийӗ хӑйӗнчен илнӗ интервьюра хальхи вӑхӑтра дворникра ӗҫленине асӑннӑччӗ. Паян литература ӗҫӗпе тӑранса пурӑнма чӑнах та йывӑр. Анчах та пултарулӑх ӗҫне тӳрӗ чунпа парӑннисем, чӑн профессионалсем нихӑҫан та ҫӑмӑл пурнӑҫпа пурӑнман. Сӑмахран, А. Платонов та картиш-урам шӑлса, тирпейлесе пурӑннӑ йывӑр кунӗсенче. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех пурнӑҫ материалӗ; автор биографийӗ вара шӑратнӑ ылтӑн пек, вӑл ҫыракан кӗнекесене сӑрхӑнса кӗрет. Чи аслӑ та ӑслӑ вӗрентекен — пурнӑҫ. И. Егоров ӑсталӑха ытти ҫыравҫӑсен опытне тишкерсе вӗренет. Пӗр статйинче тата вӑл хӑйпе пӗр тӑван пиччӗшне Михаил Сениэль сӑвӑҫа тав туса ҫапла ҫырать: «Хамран икӗ ҫул аслӑрах пулин те эпӗ ӑна ятран, Мишша тесе, чӗнеттӗм. Анчах та литературӑра ӑна эпӗ яланах аслӑ пичче вырӑнне хунӑ, ӗмӗрех хурӑп та, мӗншӗн тесен вӑл мана литературӑна кӗме питӗ те нумай пулӑшрӗ, ҫыравҫӑн йывӑр ӗҫӗнче халӗ те пулӑшса пырать, хӑйӗн творчествӑри ӑсталӑхне ырми-канми ӳстерсе пынӑ май, мана та сӑнасах тӑрать, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ утӑм тума хавхалантарать, вӗрентет».

И. Егоров пултарулӑхӗн ҫӑлкуҫӗ шӑнкӑртатсах тапать-ха: вӑл юлашки вӑхӑтра роман ҫырса пӗтерчӗ. Унпа «Тӑван Атӑл» вулаканӗсем апрельте паллашма та пуҫларӗҫ. Аллӑ ҫул — талант кӗрнекленсе, шухӑш-кӑмӑл тӑрӑлса-пиҫӗхсе ҫитмелли вӑхӑт. Писатель пусӑрӑнса, вӑхӑт хакне туйса ӗҫлет. Кунҫул уртмахне пухӑннӑ материалӗ унӑн нумай-нумай кӗнеке валли ҫитмелле.

Вӑй патӑр сана ҫак тертлӗ те пархатарлӑ ӗҫре, Иван Павлович!

Юрий Артемьев.
«Хыпар», 1993, ҫу, 8


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-03-20 23:52:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5531 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем